Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -12.7 °C
Ӑсмассерен аш турамӗ лекмест.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Юпа уйӑхӗ (Н. Егоров)

Авалхи чӑваш календарӗнче юпа уйӑхӗ хальхи ноябрь тӗлнелле тулса каҫхи тӳпене шуса тухнӑ. Каярахпа, вырӑссем урлӑ чӑваш хушшинче юлиан календарӗ сарӑлсан, вӑл октябрь уйӑхӗ ҫине куҫнӑ. Анчах та А.Ф.Риттих, А.А.Фукс, В.Н.Татищев, В.П.Вишневский, В.А.Сбоев, Н.И.Золотницкий ӗҫӗсенче юпа уйӑхӗ вырӑс календарӗнчи ноябрь уйӑхӗпе танлашса тӑрать.

Авалхи чӑвашсем пӗр ҫулталӑка икӗ ҫулӑн курнӑ, ҫавӑнпа вӗсем: «Хӗвел уйӑхӗ — улт уйӑх, ҫу уйӑхӗ — ҫич уйӑх» — тесе юрланӑ. Ӗлӗк-авал кӗркуннепе хӗле хӑйне пӗр ҫулталӑк, ҫуркуннепе ҫуллана — хӑйне тепӗр ҫулталӑк шутланӑ. Ҫавӑнпа чӑвашсем ҫулталӑк хушшинче икӗ Ҫӗнӗ ҫул уявланӑ. Ҫуркуннехи Ҫӗнӗ ҫула кун таврӑнсан шутлама тытӑннӑ, ӑна «мӑн кун» тенӗ. Кӗрхи Ҫӗнӗ ҫул вара кӗркунне кунпа ҫӗр танлашнӑ вӑхӑта килнӗ. Ҫуркунне пуҫланнӑ Ҫӗнӗ ҫул кӗр ҫитсен ватӑлать тесе шухӑшланӑ пирӗн несӗлсем. Ҫавӑнпа вӗсем кӗркунне ваттисене «чӑн ҫӗре ӑсатса янӑ», юпа уявланӑ. Юпасем ирттерсен вара кӗрхи Ҫӗнӗ ҫул пуҫланнӑ ятпа чӳклемене ларнӑ.

Ҫулталӑк пуҫламӑшӗнче тӑракан кӑрлачпа нарӑс уйӑхӗсем ҫамрӑк ача-пӑчана аса илтернӗ, ҫавӑнпа вӗсем ытларах ҫамрӑк-кӗрӗм вӑййисен хушшинче иртнӗ. Ҫу уйӑхӗсем ҫула ҫитнӗ яш-кӗрӗмӗн курӑннӑ, ку вӑхӑтра ял-ял ҫийӗн каччӑсемпе хӗрсен юрри-ташши илтӗнсе тӑнӑ. Ҫурлапа авӑн уйӑхӗсем вӑй питти ҫыннӑн курӑннӑ, уйӑхӗсем те вара ытларах ӗҫпе хӗл хушшинче иртнӗ. Юпапа чӳк уйӑхӗсем ватта сулӑннӑ йӑх пуҫӗсене аса илтернӗ, кӗр енне кайсан ваттисен йӑли-йӗрки пуҫланнӑ. Ҫапла ҫаврӑнса пынӑ чӑваш ҫулталӑкӗ: яшшисен хӑйсен вӑхӑчӗ, ваттисен — хӑйсен.

Ватта сума сӑвасси чӑваш хушшинче мӗн авалтан пысӑк хисепре пулнӑ. Юпа уйӑхӗн малаллахи тӑхринче ҫутҫанталӑк тӗнӗпе пурӑннӑ чӑвашсем ваттисене асӑннӑ. Ҫулталӑк хушшинче чипер ҫаврӑнса тухмалӑхне, тырра-пулла, выльӑх-чӗрлӗхе алӑран чипер ярса алла чипер ҫавӑрса илмелӗхне панӑшӑн ҫут тӗнчерен леш тӗнчене кайнӑ ӑру пуҫӗсене хӑналӑха чӗнсе килсе тав тунӑ.

Чӑвашсем ӗненнӗ тӑрӑх — ҫулталӑк хутлӑхӗнче вилнӗ ҫынсем юпа уйӑхӗ ҫитиччен ку тӗнчерех, чӗррисен хушшинчех пурӑннӑ. Ҫавӑнпа та виле пытарнӑ чухне вил тӑпри ҫине парнелӗх-саламлӑх тӗрӗллӗ сӗлкӗ ҫыхса хӑварнӑ. Юпа уйӑхӗ ҫитсен тин вил тӑпри ҫине юпа кайса лартнӑ. Ҫакӑ вара канӑҫлӑх тупнӑ хурӑнташӑмӑр пирӗн хушӑмӑртан яланлӑхах чӑн ҫӗре уйрӑлса кайнине пӗлтернӗ.

Красноармейски районӗнчи Яманакра тупнӑ авалхи хӗвел календарӗн кӗр-хӗл хӑми ҫинче авӑн уйӑхӗ хыҫҫӑн шалча уйӑхӗ тӑрать, ӑна юпа палли картса кӑтартнӑ. Хӑш-пӗр ҫӗрте чӑвашсем юпа уйӑхӗпе чӳк уйӑхне пӑтраштарнине шута илмесен — чӑвашсем ноябрь уйӑхне пур ҫӗрте те юпа уйӑхӗ теҫҫӗ. Ҫав хӑех уйӑх ячӗ ӗлӗкех ҫирӗпленсе ҫитнине кӑтартать. Юпа сӑмах сахалтан та пин ҫула яхӑн авал пӑлхар-чӑваш чӗлхинчен удмурт чӗлхине кӗрсе юлнӑ.

Юпа уйӑхӗнче ку тӗнчере хӑйсен ӗҫне вӗҫленӗ ҫынсем яланлӑхах леш тӗнчене кайса ҫӑтмахра, «сӗтлӗ кӳлӗре» канӑҫлӑх тупнӑ. Чӗррисен вара ҫылӑхлӑ та сӑваплӑ ҫак ҫӗр ҫинче вӗсем пуҫласа хӑварнӑ ӗҫе малалла тӑсмалла пулнӑ. Ырӑ пирӗштисем пурнӑҫ кӗнчелине малалла авӑрланӑ. Пурнӑҫ ҫиппи татӑлман, пурнӑҫ шав малалла кайнӑ.
...Мӗншӗн-ха октябрь уйӑхне пирӗн таврара ЮПА уйӑхӗ теҫҫӗ?

Ӗлӗк-авалхи йӑлапа тӗне кӗмен чӑвашсем акӑ мӗн пирки калаҫҫӗ. Ҫак уйӑхӑн юлашки эрнинче чӑвашсем кам аслӑрах, ҫавӑн патне пухӑнаҫҫӗ, юпа кунне ирттереҫҫӗ. Эппин, ваттисене асӑнаҫҫӗ. Ку йӑлтах пӗр кун хушшинче пулса иртет. Ҫав кун вил тӑприсем ҫинче кивӗ юпасем вырӑнне ҫӗннисене лартаҫҫӗ, тирпей-илем кӳреҫҫӗ, юпа ҫумне апат-ҫимӗҫ таткаласа хураҫҫӗ, сӑрапа пиллештереҫҫӗ.

Николай Егоров
«Хыпар», 2012, юпа, 23


 
Категорисем: Юпа
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2012-10-23 20:12:06 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 4571 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем